Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш ен

Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Патшалӑх Канашне тата халӑх патне ҫулсерен яракан Ҫырӑва хатӗрлеме пуҫланӑ. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ документра вӑл правительствӑн, парламентӑн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприятисемпе организацисен ӗҫӗн кӗске тата нумай вӑхӑтлӑх стратегийӗн программине йӗркелеме ҫитӗнӳсемпе пӗрлех ҫивӗч ыйтусене те уҫӑмлӑн палӑртӗ. Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне республика пуҫлӑхӗ Чӑваш Ен халӑхӗн, общество организацийӗсен, граждан обществин ытти институчӗн шухӑш-кӑмӑлне те шута илӗ.

Ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстерес тесен пирӗн пӗрле мӗнле тӗллевсем палӑртмалла? Чӑваш Ен Президенчӗн мӗнле темӑсене тӗплӗнрех тишкермелле? 2012 ҫулхи Ҫырӑва эсир мӗн кӗртме сӗнетӗр? Сирӗн шухӑшӑрпа пурнӑҫа мӗн лайӑхрах, хӑтлӑрах, меллӗрех тӑвӗ?

Сӗнӗвӗрсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт; эл. адрес: analit2@cap.ru. «Ҫырӑва хатӗрлеме» тесе палӑртмалла. Тел.: 39-35-73, 39-35-75.

 

Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

«Ҫулсем — регион сӑн-сӑпачӗ, унӑн ытлӑх-ҫитлӗхӗн тата социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗн никӗсӗ», — текен каларӑш чӑннипех тӗрӗс. Эсир пурнӑҫлакан ӗҫ пахалӑхӗпе водительсемпе пассажирсен, ҫуран ҫынсен пурнӑҫӗпе хӑрушсӑрлӑхӗ, машинӑсем чӑрмавсӑр ҫӳресси тата таварсене кирлӗ ҫӗре вӑхӑтра илсе ҫитересси тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ.

Паян Чӑваш Ен ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче палӑрмаллах улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ: ҫӗнӗ аслӑ ҫулсем хута каяҫҫӗ, юханшывсем урлӑ кӗперсем хываҫҫӗ, ҫулсене юсассипе тата тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пурнӑҫлама уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ ӳсет. Отрасль аталанӑвне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Раҫҫей хулисенчи ҫӗнӗ ҫулсем» проекчӗ те пысӑк тӳпе хывать, ӑна пурнӑҫлани республикӑн тӗп хулинчи ҫул-йӗре юсаса ҫӗнетес ӗҫ калӑпӑшне палӑрмаллах пысӑклатать. Чӑваш Ен Ҫул-йӗр фондне туса хуни вара республикӑри ҫулсен тытӑмне малалла ҫирӗплетме ҫӗнӗ майсем уҫать.

Ҫапах та ҫак ырӑ улшӑнусене тӗп вӑйсӑр — ҫынсемсӗр, вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа тата хӑйсене шеллемесӗр пурнӑҫлакан ӗҫсӗр — тума ҫук.

Малалла...

 

Юпан 10-мӗшӗ яланлӑхах республикӑн историйӗнче ҫырӑнса юлчӗ — эфира Наци телевиденийӗ тухрӗ.

Наци телевиденийӗн кун-ҫулӗ 2010-мӗш ҫултан пуҫланать. Ун чухне Чӑваш Енри наци радио йышӗнче 4 ҫынран тӑракан видео ушкӑн йӗркеленнӗ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ Патшалӑх органӗсен сайтӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ хыпарсене ҫутатса парасси пулнӑ. Ҫулталӑк иртсен радиопа телевиденине пӗрлештерсе Наци теллерадиокомпанине йӗркелеме шут тытнӑ.

Кӗске вӑхӑтрах телеканал валли Наци библиотекин ҫӗнӗ ҫуртӗнче уйрӑм пӳлӗм хатӗрленӗ, хальхи вӑхӑта тивӗҫтерсе тӑракан, цифра мелӗпе йӗркеленекен эфира тухма пултаракан ӗҫ хатӗрӗсем илсе студи йӗркеленӗ.

Ҫав вӑхӑтрах Наци телевиденийӗн пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленсе пынӑ. Кунта операторсем те. режиссерсем те, редакторсем те, журналистсем те, программистсемпе инженерсем те.

Паян кӑнтӑрла 13 сехетре Наци телевиденийӗ тӗрӗслевлӗ эфира тухрӗ. Наци телерадиокомпанин программисемпе передачисене 18-мӗш «ВТК-Информ» каналӗ ҫинче курма пулать.

Ҫитес эрнере Наци телевиденийӗн хӑйӗн кӑларӑмӗсем тухӗҫ.

Малалла...

 

ЮПА
07

«Ситема 112»
 jakut8 | 07.10.2011 12:04 |

Пирӗн республикӑра «Система 112» ҫӗнӗ проект тӗрӗслесе пӑхма йышӑннӑ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — васкавлӑ пулӑшу службисене пӗр телефон номерӗпе чӗнсе илмелле тӑвасси. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Олег Макаров тата «Ростелеком» пӗрлешӳ вице-президенчӗ Дмитрий Проскура килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Тӗрӗссипе вара ҫӗнӗлӗхе пирӗн тӑрӑхра унчченех пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. Вӑл инкек мӗн сиксе тухсан ҫынсене хӑвӑртарах пулӑшу чӗнсе илме май парать. Ҫавах та хальлӗхе ку системӑна тӗрӗслесе пӑхмалли проект кӑна-ха. Пӗтӗмлетӳ туса проект тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарнине палӑртсан унпа пирӗн Чӑваш Енре туллин усӑ курма пуҫлӗҫ.

 

Ларура
Ларура

Авӑнӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикинче право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ хӗсмет ертӳҫисем, хуласемпе районсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.

Канашлӑвӑн тӗп ыйтӑвӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗсене хатӗрленсе ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тимлесси пулнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн сӑмахӗнче ҫапла палӑртрӗ: «Суйлавсем нимӗнле пӑтӑрмахсемсӗр, граждансен прависене пӑсмасӑр, суйлав саккунӗпе килӗшӳллӗн питӗ таса иртмелле. Пирӗн паянхи тӗллев — республикӑра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне сӑнаса тӑрасси, халӑха тӗрӗс информацие пӗлтересси», — тенӗ Чӑваш Ен Президенчӗ. Культура, вӗренӳ, спорт учрежденийӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси ҫинчен те уйрӑммӑн каланӑ.

Шалти ӗҫсен пайӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем пӗр-пӗринпе мӗнлерех хутшӑнса ӗҫленипе муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем тӗплӗн паллаштарнӑ. «Эпир тӑвакан пур ӗҫӗн те халӑхсем хушшинчи йӗркелӗхе тытса пыма, ҫынсен сывлӑхне упрама, вӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме пулӑшмалла», — тенӗ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май Михаил Игнатьев.

Малалла...

 

Авӑн-юпа уйӑхӗсенче республикӑри кашни ялпа хулара «Йывӑҫ лартса ӳстер» акци иртет. Ҫак тапхӑрта урамсемпе парксене, ҫырма-ҫатрана тӗмӗ-йывӑҫ нумай лартса хӑварма палӑртнӑ. Ҫутҫанталӑк министерстви «Йывӑҫ лартса ӳстер» акцин кӗрхи тапхӑрӗнче авӑнӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен 2010 ҫулта вут-ҫулӑмра пӗтнӗ вӑрмансене ҫӗнетес тӗллевпе ӗҫлес пирки пӗлтернӗ.

Кун пек ӗҫ-пуҫ кӑҫал ҫу уйӑхӗнче те ирттнӗччӗ. Ун чух 35 гектар лаптӑкра 130 пине яхӑн хунав лартнӑ. Республикӑра ҫӗнӗ парксемпе аллейӑсем уҫас, ҫырма хӗррисене йывӑҫсем лартса тухас тӗллевпе субботниксем ирттернӗ. Ӗҫ-пуҫа йӗркелеме влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, обществӑлла пӗрлешӳсем, вӑрман хуҫалӑхӗсем, шкул ачисемпе ахаль ҫынсем нумай тӑрӑшнӑ.

Ҫутҫанталӑк министерстви халӗ те ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене, вӗрентӳ учрежденийӗсене, хулара тата районсенче пурӑнакансене «Ҫунса кайнӑ вӑрмансене ҫӗнетер» акцие хастар хутшӑнма йыхравлать.

 

Ҫурта уҫнӑ самант
Ҫурта уҫнӑ самант

Паян, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре тата ҫак ятпа йӗркеленӗ Раҫҫейри ҫамрӑк вулавӑшҫӑсен IV форумӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Канашлӑва Раҫҫейӗн мӗнпур кӗтесӗнчен — Питӗртен пуҫласа Сахалин таран — 200 ытла вулавӑш ӗҫченӗ килнӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен, Мускав тата Раҫҫей Тӗп регионӗн муфтийӗ, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин членӗ Альберт Крганов, Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗн Шупашкарти Епархи Православи Тӗн училищин ректорӗ, проториерей, Шупашкарти Христос Чӗрӗлӗвӗ ячӗпе лартнӑ чиркӳ настоятелӗ Михаил Иванов хутшӑннӑ.

«Чӑваш Ен — социаллӑ пуҫарусене, инноваци проекчӗсене, ҫав шутра вулавӑш сферинче те, пурнӑҫа кӗртес ӗҫе хастар хутшӑнакан тӗслӗхлӗ регион. Вулавӑшсем вара — пултарулӑха, Чӑваш Ен тата ҫӗршыв кун-ҫулне, культурине юратма вӗрентекен центрсем. Паян эпир сирӗнпе ҫӗнӗ, хальхи пурнӑҫ ыйтӑвне тивӗҫтерекен, инновациллӗ, нумай фукциллӗ культура центрне уҫатпӑр.

Малалла...

 

Паян, авӑнӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Пӗрлӗхлӗ информаци кунӗ иртет. Ун темисем:

• 2011 ҫулта тата планпа пӑхнӑ 2012-2013 ҫулсенче республика бюджетне кӗртмелли улшӑнусем ҫинчен;

• ял хуҫалӑх ӗҫӗсем тата Чӑваш Енри муниципалитетсенче ял хуҫалӑх таварӗсен ярмӑрккисене ӗҫлетересси;

• Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне депутатсене суйлассипе ҫыхӑннӑ суйлавӑн хатӗрленӳ тапхӑрӗсем ҫинчен.

Уйрӑммӑн ватӑ ҫынсене патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтернин ыйтӑвӗсене те хускатӗҫ. Информаци ушкӑнӗсем тӗрлӗ ял тӑрӑхӗсенче аякра вырнаҫнӑ ялсене ҫитсе вӗсене кӑсӑклантаракан ыйтусене хуравлӗҫ.

Паянах харпӑрхӑй ыйтӑвӗпе килнӗ халӑха йышӑнма палӑртнӑ.

 

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫын республика элтеперне Михаил Игнатьева харпӑр хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйту пама пултарать. Ыйтусене телерадиокомпани форумӗнче хӑварма юрать. Михаил Васильевич вӗсем ҫине тӗплӗн хуравлӗ. Чи малтанхи «Президента — ыйту» программа эфира авӑнӑн 25-мӗшӗнче «Россия–1» телеканалпа тухӗ, авӑнӑн 26-мӗшӗнче передачӑна «Россия–24» телеканалпа курма пулӗ. Ҫав кунах «Чӑваш Ен радио» аудио версине парӗ.

 

Акӑ, каллех, авӑнӑн 7-мӗшӗ ҫитрӗ — паян Чӑваш халӑх сайчӗн пӗрлӗхе йӗркеленнӗренпе 6 ҫул ҫитрӗ. Чи малтанах, пӗлетӗр ӗнтӗ, 2005 ҫулта ҫак кун Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем хушӑнма пуҫланӑ.

Ҫулталӑк хушшинче мӗнле улшӑнусем пулса иртрӗҫ-ха? Чи малтанах ӗнтӗ электронлӑ вулавӑш калӑпӑшӗ самай ӳснине асӑнас пулать — 12 уйӑх хушшинче пӗр пин ҫурӑ хайлавпа вӑл пуянланчӗ. Тетелте ятарлӑ чӑвашла каналсем тухсан вӗсене хамӑр патӑмӑрта та вырнаҫтартӑмӑр. Пӗр енчен пирӗн сайта та пуянлатать, тепӗр енчен халӑха вӗсен ӑшлӑхӗпе паллаштарать. Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелчӗ — унта икӗ ҫӗнӗ словарь хушӑнчӗ, шырав майӗсем пуянланчӗҫ. Ятарлӑ лавкка та ӗҫлесе кайрӗ — «СУМ» ятлӑскер. Ӗҫне чӑн та нумай тунӑ, тата нумайрах тумалла.

Асилтеретпӗр, пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать).

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 25

1950
74
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть